[{{mminutes}}:{{sseconds}}] X
Пользователь приглашает вас присоединиться к открытой игре игре с друзьями .
Обычный чувашский
(2)       Используют 11 человек

Комментарии

Ни одного комментария.
Написать тут
Описание:
Тексты на чувашском языке. В среднем длиной 250-300 символов
Автор:
sashavirtual
Создан:
18 августа 2024 в 20:06 (текущая версия от 16 июня 2025 в 11:20)
Публичный:
Нет
Тип словаря:
Тексты
Цельные тексты, разделяемые пустой строкой (единственный текст на словарь также допускается).
Содержание:
1 2025 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗнче чӑваш пичечӗн патриархӗ 119 ҫул тултарчӗ. Паян «Хыпар» чӑннипех те Чӑваш Республикинчи хаҫат-журнал хушшинче чи хисепли, Раҫҫейри наци хаҫачӗсен йышӗнче чи сумлисенчен пӗри. «Хыпар» пӗр ӗмӗр ытла культурӑпа ҫут ӗҫ миссине пурнӑҫлать.
2 Хаҫат социаллӑ пурнӑҫ, экономика ыйтӑвӗсемпе ҫивӗч материалсем пичетлет, политика лару-тӑрӑвне тишкерет, кулленхи оперативлӑ хыпарсемпе паллаштарать, «хаҫатри хаҫатсем» - «Чӑваш тӗнчи», «Культура», «Вырӑнти влаҫ», «Вӗрентӳ», «Арҫынпа хӗрарӑм», «Патриот», «Хӳтлӗх», «Ҫамрӑклӑх», «Ҫемье», «Ҫын тата саккун»...
3 Тухаҫҫӗ. «Хыпар» хаҫат - чӑвашла ҫулталӑкне 250 хут тухакан тӗнчери пӗртен пӗр кӑларӑм. Хаҫат историйӗ Чӑваш Ен ҫул ҫыравӗпе уйрӑлми ҫыхӑннӑ, пысӑк пӗлтерӗшлӗ, кӑсӑк пулӑмсемпе пуян. 1918 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнчен пуҫласа хаҫат «Канаш», «Чӑваш коммуни», «Коммунизм ялавӗ» ятсемпе пичетленнӗ.
4 Чӑваш хӗрарӑмӗ тахҫанах кӗл ӑшӗнче чакаланма пӑрахса обществӑра арҫынпа пӗр тан праваллӑ пулса тӑнӑ. Хӑйне те «сӑмах хушма» ирӗк панишӗн савӑнса пурнӑҫӑн пур сферинче те арҫынпа тан вӑй хума пуҫланӑ. Чӑваш Республикин Правительстви пекки тӗнчипе те урӑх ҫук пулӗ!.
5 Президент чӑваш хӗрарӑмне ӗҫченлӗхӗшӗн, яваплӑхӗшӑн, пиҫӗ кӑмӑлӗпе ӑс-тӑнӗшӗн хисеплени куҫ кӗрет: ахальтен мар ӗнтӗ элтеперӗмӗр хӗрарӑмсене министр портфелӗсене пӗр иккӗленмесӗр тыттарать. Обществӑн ҫакӑн пек хастар, ҫав вӑхӑтрах черчен пайӗ хӑйӗн хаҫачӗсӗр тӑрса юлма пултарать-и вара?.
6 Тӗрӗссипе, хӗрарӑм ыйтӑвӗсене ҫӗклекен, унӑн интересӗсене хӳтӗлекен хаҫат-журнал маларах та пулнӑ-ха. 1928 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа «Ӗҫ хӗрарӑмӗ» журнал 2000 тиражпа тухса тӑнӑ. Вӑл ӗҫ хӗрарӑмӗн пурнӑҫне ҫутатнисӗр пуҫне ҫӗршыври, чикӗ леш енчи ҫӗнӗ хыпарсемпе паллаштарнӑ, паллӑ ҫыравҫӑсен хайлавӗсене пичетленӗ.
7 Чӑваш ҫамрӑкӗсен хаҫачӗ малтан та пулнӑ-ха. Яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ валли уйрӑм кӑларӑм пичетлеме «Канаш» «хальхи «Хыпар»» хаҫатра ӗҫлекенсем 1919-1920 ҫулсенчех палӑртнӑ, анчах вӗсен ӗмӗчӗ 1925 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнче ҫеҫ пурнӑҫланнӑ - «Ҫамрӑк хресчен» кӑларӑмӑн пӗрремӗш номерӗ пичетленсе тухнӑ.
8 Унччен «Канаш» хаҫатра «Ҫамрӑксен кӗтесси» рубрикӑпа статьясем кӑларса тӑнӑ. «Ҫамрӑк хресченӗн» пӗрремӗш редакторӗ Дмитрий Исаев «Аврель» пулнӑ, ун хыҫҫӑн ҫак тивӗҫе Николай Шелепи, Петӗр Хусанкай, Митта Ваҫлейӗ, Виктор Рзай пурнӑҫланӑ. Кӑларӑмӑн малтанхи номерӗсем 1500 экземплярпа саланнӑ.
9 «Ҫамрӑк хресчен» ятпа тухса тӑма пуҫланӑ хаҫатӑн ячӗ темиҫе те улшӑннӑ. 1930-1937 ҫулсенче - «Ҫамрӑк колхозник», унтан - «Ҫамрӑк большевик». Тӑван ҫӗр-шывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан хаҫат тухма чарӑннӑ. 1952 ҫулта ҫеҫ «Ҫамрӑк коммунист» ятпа ҫӗнӗрен чӗрӗлсе тӑнӑ.
10 Вӑл икӗ чӗлхепе пичетленнӗ: чӑвашла тата вырӑсла. 1966 ҫулта кӑларӑмӑн чӑвашла вариантне кӑларма пӑрахнӑ. Ҫакна «Пионер сасси» тухма пуҫланипе ҫыхӑнтарнӑ. 1996 ҫулччен чӑваш ҫамрӑкӗсен хӑйсен хаҫачӗ пулман. Малтанах «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», «Ҫамрӑк хресчен» пекех, «Хыпар» ӑшӗнче ҫулталӑк тухса тӑнӑ.
11 1997 ҫултан уйрӑммӑн ҫырӑнтарма тытӑннӑ. Паян «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» 16 страницӑпа эрнере пӗрре тухса тӑрать, обществӑпа политика кӑларӑмӗ ҫӗр-ҫӗр ыйтӑва хускатать, ҫапах чи пӗлтерӗшли - ҫамрӑксен пурнӑҫӗ, аталанӑвӗпе канӑвӗ, спорт, культура тата вӗрентӳ.
12 Унсӑр пуҫне кӑмӑл-сипетпе ҫыхӑннӑ материалсем те куллен пичетленеҫҫӗ. Хаҫат тематики рубрикӑсенчен те яр уҫҫӑн курӑнать: «Ҫивӗч ыйту», «Вӗсем те ҫамрӑк пулнӑ », «Ҫемье пӑтӑрмахӗ», «Специалистпа канашлатпӑр», «Йӗрке хуралӗ пӗлтерет», «Сирӗн яла пырса кӗрсен»...
13 «Юратупа наркӑмӑш» кӑларӑма аслӑ классенче вӗренекенсемпе ҫамрӑксем хапӑл тӑваҫҫӗ. Унта вулакансен ҫырӑвӗсем, арҫынпа хӗрарӑм хутшӑнӑвӗсемпе ҫыхӑннӑ кӑсӑклӑ фактсем, ыйтӑмсем пичетленеҫҫӗ, специалистсен хуравӗсем, «паллашу кӗтесӗ» пур. «Сирӗн валли» страница кил хуҫи арӑмӗсемшӗн уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ.
14 Кашни номерте вулаканшӑн усӑллӑ та интереслӗ материалсем, вӗсемпе усӑ курса килти хуҫалӑха, сад-пахчана тата та тупӑшлӑрах, ӑнӑҫлӑрах тумашкӑн май паракан ҫӗнӗлӗхсем пичетлемелле - ҫакӑн пек тӗллевпе ӗҫлет «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх» хӑйӗн пӗрремӗш номерӗнчен тытӑнсах.
15 Вун пӗр ҫул ытла тухса тӑнӑ тапхӑрта хаҫатӑн пӗтӗмӗшле тиражӗ 14 миллионран та иртнӗ. Апла тӑк хаҫат - паянхи кун ыйтӑвӗсене тивӗҫтерет, вулакан унта хӑйне валли пурнӑҫра мӗн кирлине пурне те тупать. Сана та, хисеплӗ тӑванӑмӑр, вӗсен йышне тӑма чӗнетпӗр.
16 Вун-вун тӗрлӗ рубрикӑпа пичетленекен материалсенче эсир кил-ҫурт таврашӗнчи, хуҫалӑхри ҫӗр-ҫӗр ӗҫе тумашкӑн вӗренме май тупатӑр. Хурт-хӑмӑр ӗрчетес текенсем хӑйсене кирлӗ сӗнӳсемпе паллашма пултарӗҫ. Туса илнӗ ҫимӗҫсене тирпейлесе упрама, вӗсенчен тӗрлӗ апат ҫимӗҫ хатӗрлеме вӗренес текенсене валли те хаҫат ҫителӗклӗ вырӑн уйӑрать.
17 Ал ӗҫне юратакансене те асрах тытать. Вун-вун ыйтупа килекен ҫырусене кашни кӑларӑмрах хуравлать. Самана таппипе тан утакан «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх» хӑйне евӗрлӗ халӑх пуянлӑхӗ - сӗнӳ-пӗлӳ ҫӑл куҫӗ - пулса тӑчӗ. Туслашӑр унпа, вулӑр ӑна - ӳкӗнмӗр...
18 Унӑн 1-мӗш номерӗ 1991 ҫулхи ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ҫутӑ курнӑ. Кӗске вӑхӑтрах вӑл вулакансен пысӑк йышне хӑй тавра пӗрлештерме пултарнӑ, вӗсен шанчӑклӑ тусӗ пулса тӑнӑ. Хаҫат хресчен чысне упрас, ял культурине ҫӗклес, хамӑрӑн ырӑ йӑла-йӗркене аталантарас, усӑллӑ сӗнӳ-канашпа пулӑшас тесе тӑрӑшать.
19 Ӑна тивӗҫлипех ҫӗр ӗҫченӗн хаҫачӗ теме юрать. Хаҫат эрнере пӗр хут тухса тӑрать. Вулакансем кӑмӑллакан ярӑмсем: «Пурнӑҫ таппи», «Аталану ҫулӗпе», «Ӗмӗр сакки», «Чуна уҫса», «Ах, анчах...», «Мӗн калаҫтарать.», «Хӳтлӗх», «Кӑмӑл турам - пӗр турам», «Ҫӗр пирки - ҫӗр ыйту» тата ытти те.
20 «Тантӑш» — эрнесерен чӑвашла тухса тӑракан ачасемпе ҫамрӑксен хаҫачӗ. Пӗрремӗш номер 1931 ҫулхи январӗн 1-мӗшӗнчен кун ҫути курнӑ. 1990 ҫулччен «Пионер сасси» ятпа пичетленнӗ. Вӑрҫӑ пуҫлансан хаҫат тухма чарӑннӑ. Ҫӗнӗрен вӑл 1966 ҫулхи май уйӑхӗнче чӗрӗлнӗ.
21 Паллӑ ҫыравҫӑсемпе журналистсем, ӑсчахсемпе вӗрентекенсем хӑйсен пултарулӑх ҫулне шӑпах «Тантӑш» хаҫатран пуҫланӑ. Ачасен, студентсен, ҫавӑн пекех чӑваш ҫыравҫисен, учительсен хайлавӗсене, заметкисене кашни номертех пичетлет. «Тантӑш» шкулсемпе, ача сачӗсемпе ҫывӑх ҫыхӑну тытать.
22 «Ҫунатлӑ ҫамрӑклӑх» старницна аслӑ классенче вӗренекен ҫамрӑксем уйрӑмах килӗштереҫҫӗ. Унта вулакансен ҫырӑвӗсем, кӑмӑл-сипетпе ҫыхӑннӑ материалсем пичетленеҫҫӗ, специалист хуравӗ пур. «Туслӑх унки» рубрика тӗрлӗ наци ҫыннисемпе пӗрле туслӑ хутшӑнса пурӑнма вӗрентет.
23 Унта пирӗн республикӑра пурӑнакан тӗрлӗ халӑх ачисем хӑйсен наци уйрӑмлӑхӗсем ҫинчен каласа кӑтартаҫҫӗ, культурипе, йӑли-йӗркипе паллаштараҫҫӗ. «Пинтен — пӗрре» рубрика чи-чи пултаруллӑ, ыттисенчен уйрӑмах уйрӑлса тӑракан ачасемпе — вундеркиндсемпе — паллаштарать.
24 «Тетте» — шкул умӗнхи тата кӗҫӗн класра вӗренекен ачасем валли уйӑхра пӗр хутчен тухакан журнал. Вӑл тӗрлӗ тӗспе А3 форматпа 20 страницӑпа тухать. Журнал 1994 ҫулта август уйӑхӗнче пӗрремӗш хутчен тухнӑ. «Тетте» — воспитательсемпе кӗҫӗн класс учителӗсен алӑ айӗнче выртмалли журнал.
25 Вӗрентӳ ыйтӑвне те пурнӑҫлать, республикӑри паллӑ вырӑнсем, ҫынсем, чӗр чунсемпе ӳсен тӑран ҫинчен каласа кӑтартать. Чӑваш культурине, чӗлхине аталантарас енӗпе те «Тетте» хӑйӗн тӳпине хывать. Уйрӑмах пӗчӗккисем «Ӑнкаруллисем», «Пуканене тӑхӑнтарт», «Хаваслӑ кӑранташ».
26 Эпӗ чӳрече айккинче ларатӑп. Умра сётел, шурӑ хут. Асра тем тӗрлӗ ӳкерчӗк. Пуҫ тулли шухӑш. Манӑн вӗсене тӗрӗс черетлентерсе пымалла, кашни валли пӗр ӑна ҫех кирлӗ, ӑна ҫех юрӑхлӑ вырӑн тупмалла, анчах мӗнлерех йӗркелес — хӑшне каярах хӑварас, хӑшне маларах кӑларас, хӑшне туллин кӑтартас, хӑшне асӑнса ҫех иртес — аптӑратӑп.
27 Майсем нумай — ӑс-хакӑлӑм нихӑшӗпе те килӗшмест, ҫӗнӗрен ҫӗнӗ мелеем шыраттарать. Эпӗ ҫырма тытӑнтӑм. Тахҫан-тахҫанах пуҫӑнасшӑнччӗ. Тин хӑйрӑм. Шухӑшласа кӑларса мар, пулман-илтмен ӗҫ-пуҫ ҫинчен мар ҫырасшӑн эпӗ, утса тухнӑ кун-ҫула, чӑтса ирттернӗ урӑм-сурӑм вӑхӑта курӑмлӑн кӑтартасшӑн.
28 Йывӑр ку, шайсӑр йывӑр. Мӗн пулӗ — пӗлместӗп. Тен, повесть, тен, роман. Сисетӗп: хӑнӑхнӑ йӑларан хӑтӑлаймасӑр, ӑна ирӗксӗр пӑхӑнса, яланхи пекех, чылай йӗркене, абзац-абзаца е страници-страниципех сивлесе пӑрахӑҫлӑп е туса пӗтерес енне кайнӑ ӗҫех йӑлт тиркесе тӑкса тепӗр хут ҫӗнӗрен тытӑнӑп.
29 Ҫамрӑклӑхри ҫӑмӑллӑхчӗ халӗ мана! Сӑмаха сӑмах хӑвалатчӗ, йӗркене — йӗрке, перо чӗриклететчӗ кӑна, васкавлӑн, ниҫта чарӑнми. Туххӑмрах статья е очерк шӑрҫалаттӑм. Шел, иртрӗҫ вӑл кунсем, вӑл ҫулсем, хӗр ӗмӗрӗ евӗрех хӑвӑрт иртрӗҫ. Пурнӑҫ лавӗ ҫул вӗҫне ҫывхарать. Малашӑм уҫӑмсӑр, юлнӑ йӗр те ытлах палӑрмасть.
30 Пӗр ҫакӑншӑн ӳкӗнместӗп: хӗнре-асапра пуҫ усман, хӑрушлӑхра хӳтте пытанман, никама та сутман. Тулта асар-писер ҫил-тӑман тулашать. Ҫӗрле тапранчӗ вӑл. Урса ҫитрӗ пулас. Кун ҫути сӳнчӗ. Пахчари йывӑҫсем хуҫӑласла ҫапкаланатчӗҫ — курӑнмаҫҫӗ. Тем шатӑртатрӗ — хуҫӑлчӗ е ҫурӑлчӗ.
31 Пӳрт ҫийӗ шав чӗтренет, тӳнкӗртетет, хап! та хап! хаплатать, вистенсе ан вӗҫтӗрех. Кӗреҫен-кӗреҫен сапӑнакан юр кӗрпи ӗрӗхме чӑрмав кӳнишӗн ҫилленсе кантӑка тӗпретсе пӑрахаслӑн ҫатӑртаттарать. Ҫенӗк алӑкӗ шатлатать, тӳнклетет, такам ҫӗмӗрсе кӗресшӗн тейӗн... Юратмастӑп эпӗ хӗле!.
32 Хаяр сиввишӗн ҫеҫ мар, тарӑхтаруллӑ ҫил-тӑманӗсем вӑрҫӑ тӑвӑлне асилтернишӗн те мар, ҫамрӑк ӳт-пӗве шӑтарнишӗн, касса таткаланишӗн, чуна ҫурасла ыраттарнишӗн — нумай-нумай хут ыраттарнишӗн! — юратмастӑп эпӗ ӑна. Пайтах хӗн кӑтартрӗ вӑл, нихӑш вӑхӑтран ытла асаплантарчӗ, чуна ыраттарчӗ.
33 Эпӗ юратнӑ вӑхӑт — ҫуркунне. Ӑшӑ кӑмӑлӗшӗн, ҫутӑ сӑн-пичӗшӗн, уҫӑмлӑ инҫечӗшӗн, ҫӗре-шыва чӗрӗлӗх кӗртекен ырӑ вӑй-халӗшӗн, чунӑм кӗтнӗ телейпе ӗмӗрлӗхе ҫыхӑнтарнишӗн — пуринчен ытла ҫакӑншӑн-и, тен, юрататӑп эпӗ ӑна, чунтан юрататӑп. Ҫуркунне! Мӑшӑрлӑ пурнӑҫӑмӑн савӑк ирӗ.
34 Тахҫантахҫанах иртсе кайрӗ вӑл. Пурпӗр манаймастӑп ӑна, кашни кунӗ куҫӑмра нихҫан ҫухалми ӳкерӗннӗ, чун-чӗреме яланлӑха ҫырӑннӑ. Астӑватӑп, уйра ун чухне юр пӗтнӗпе пӗрехчӗ. Вӑл тытӑнкаласа юлнӑ татӑк-кӗсӗк лаптӑксем анлӑ хура пустав ҫинчи тӗксӗм шурӑ саплӑксем пек выртатчӗҫ.
35 Лакӑмсемпе лупашкасенче — варта, уйра та — пӗчӗк е кӑшт пысӑкрах шыв тӗкӗрӗсем сӳнми кӑваррӑн ялтӑрарӗҫ, мана вӗсем шав вылянса-ҫиҫсе халь-халь ҫӗкленес курӑк калчисене ҫуса тасатнишӗн савӑннӑ пек туйӑнатчӗҫ. Хӗвел те тавралӑха кӗҫех ешертсе капӑрлатассипе хӗрӳленсе, ҫав ырӑ-ырӑ вӑхӑтшӑн хӗпӗртесе илӗртӳллӗн кулатчӗ.
36 Районти ҫут ӗҫ пайӗ пирӗн шкул валли ял Советне ярса панӑ тетрадьсене илме кайнӑччӗ эпӗ. Каялла таврёный чухне, Чиккасси ялӗнчен тухсан, ирӗлсе таткаланнӑ, тӗл-тӗллӗн хыткан лаша тӳрчӗ пек ҫинҫелсе юлнӑ ҫуна ҫулӗпе утаймарӑм: пуснӑ-пусманах ура сӗлкӗшлӗ шыва путса аптӑратрӗ те,.
37 Ҫавӑнпа хӗвел кушӑхтарнӑ сӑрт хӗррипе, шкул ачисен йӗрӗпе, майӗпен ҫеҫ килтӗм. Сӑлтавне калаймастӑп (ма шухӑшламаллаччӗ ун пирки?), анчах — чун тем сисрӗ-ши? — вӑл кун эпӗ ирхинех хама лайӑх, нихҫанхинчен лайӑх туйрӑм. Ҫав савӑклӑх — кӑмӑла ҫӗкленӗ ырӑ вӑй — кӑнтӑрла та чакмарӗ.
38 Ҫул тӑршшӗпех эпӗ е чарӑна-чарӑна тӑрсах йӗри-тавралла юратуллӑн пӑхкаласа, хавхаланнӑҫем хавхаланса, е утнӑ хушӑрах, кӗҫ-вӗҫ ташласа ярас пек, вӑрт та вӑрт ҫаврӑна-ҫаврӑна сасӑпах «Нарспи» поэмӑри йӗркесене, уйрӑмах килӗшнӗ йӗркесене, каласа пытӑм: «Тусем-сӑртсем хуп-хура юрӗ кайса пӗтнӗрен.
39 Тухать курӑк ҫӑп-ҫӑра хӗвел хытӑ хӗртнӗрен...» Тӳпе сенкер пурҫӑн евӗрехчӗ. Вар леш енчи лаштра хыр тӗлӗнче кӑна пӗртен-пӗр ҫӳхе пӗлӗт, таҫтан унта лекнӗскер, хӗррисем ҫуркаланса пӗтнӗ темӗнле шупка тутӑр туратран ҫакланнӑн курӑнатчӗ. Ҫатӑлти тӑри (малтанах ӑна эпӗ ҫав пӗлӗт ҫинчи темӗнле вылянчӑк пӑнчӑ пулӗ терӗм).
40 Ҫывӑхах вӗҫсе анчӗ те тӑп чарӑнса, ҫунаттисене вӗлтӗртеттерсе яланхи кӗввине янӑратса ячӗ, самантрах, куҫа палӑрман ҫип тӑрӑх чаваланса хӑпарнӑ пек, ҫӳлерен ҫӳле улӑхрӗ. Тем хушӑ пӗр вырӑнта тытӑнса тӑма пикенчӗ, авӑкранах, манран пӑртак юлсассӑн, ҫиппи сасартӑк татӑлнӑн ҫӗрелле чул пек вӑркӑнчӗ те каллех ман ума ярӑнса ҫитрӗ.
41 Илемлӗ кӗввине тата илемлӗрех шӑрантарма тапратрӗ. Те ҫывӑхри тӑри юррине татах та татах итлес килнипе, те хӗвеллӗ кун тӗрри-эрешӗпе ытларах киленес туйӑмпа — уншӑн та, куншӑн та-и — эпӗ яла ҫитме тӑхтаса вӑрман улмуҫҫийӗ айӗнчи тунката ҫине лартӑм. Уничери сӗвекре, ирӗлсе пӗтеймен юр кӗрчӗ ҫинче, амӑшӗпе хӗр ачи пир саратчӗҫ.
42 Эп те, ҫав хӗр ача пекех, шкулта ӗҫлеме пуҫличчен, ҫак яла киличчен, аннене пир-авӑр тума мӗн пӗчӗкренех пулӑшма ӑнтӑлнӑ: ҫӑм чавнӑ, арланӑ, кӑмакара кӗлпе пӗҫернӗ хутӑрсене пахчара юр шывӗпе ҫунӑ, тӗртнӗ... Чӳхесе тасатнӑ пир тӗркисене типӗтсе шуратмашкӑн сарма уйрӑмах юрататтӑм.
43 Пир-авӑр ӗҫӗ пӗтнишӗн чунӑм савӑнатчӗ пулӗ ҫав. Тӗксӗмленнӗ юр кӗрчӗ сийне кӗреҫепе (хӑшӗсем ӑна састӑп теҫҫӗ) е ҫулӑкпа сирсе пӑрахаттӑм та, унтан йӗпе пир Тёркине аннепе иксӗмӗр туртма пикенеттӗмӗр: эпӗ пӗр еннелле утаттӑм, анне тепӗр еннелле каятчӗ. «Ҫирӗп пул, шурӑ хут пек шурӑ пул», — тесе утатчӗ вӑл кирек хӑҫан та.
44 «Эх, анне! Санӑн сӑмахна пир илтмест вӗт, уссӑр пуплен», — шарламасӑр чӑтаймарӑм пӗррехинче. Анне кӳренчӗ. Эпӗ, ӑс кӗрсе ҫитейменскер, каҫару ыйтма та ӑнкараймарӑм ҫав самантра. Эпӗ килнӗ сукмакпах (сӗвекре, аялтарахра, тепӗр сукмак та пурччӗ) такам килни курӑнчӗ.
45 Инҫетре чухне ӑна почтальон пулӗ терӗм. Вӑрӑм аркӑллӑ пальтопа ҫӳретчӗ вӑл. Салтак иккен. Йӳле янӑ шинельпе. Карттусӗ хӗрлӗ кӑшӑллӑ. Чупса пекех ҫывхарчӗ вӑл. Тем тытса чарчӗ мана, тунката ҫинчен тӑратмарӗ, тӑхтаттарчӗ. — Каҫарӑр, ним те пулман-и сире? — пӑшӑрхануллӑн ыйтрӗ вӑл ҫитнӗ-ҫитменех.
46 — Сывах-и эсир? «Кур-ха, мана чирленӗ пуль тенӗ вӑл. Нумай лартӑм ҫав. Пулӑшма васканӑ. Ырӑ чунлӑ. Сасси ӑшӑ. Хӑй хитре. Лейтенант», — шухӑшларӑм эпӗ хӗрлӗ петлицӑсем ҫинчи ҫунакан кӑвар пек хӗм сапакан эмальлӗ пӗчӗк тӑваткалсене тинкерсе. — Сывах-ха.
47 Чирлеме анне хушмасть, вӑхӑт та ҫук, ерҫместӗп, — хуравларӑм эпӗ чӑртмахрах шӳтлесе. Чӑрсӑртарах курӑнас килчӗ-ши? Эпӗ кӳреннӗ пек ӑнланчӗ вӑл. — Кӑмӑлӑра ан хуҫӑр, — йӑвашшӑн каларӗ лейтенант. — Эсир чылайранпа ларнӑн туйӑнчӗ те. Чарӑначарӑна утаттӑр. Чирлемен-ши терӗм.
48 А-а, ҫӗклем пурҫке сирӗн. Ывӑнтарчӗ-и йывӑрскер? Тем ӗнтӗ унта? Парӑр-ха, йӑтам. Иккӗлентӗм: чӑнах шеллекен-и е хӑйне вашаватлӑрах кӑтартса хӗр ҫумне чеен ҫыпӑҫма хӑнӑхнӑскер? Кам пӗлет. — Тетрацьсем анчах. Йывӑр мар. — Хирӗҫӳллӗ туйӑма пытарма таҫтан вӑй тупӑнчӗ.
49 Хам чавсаланнӑ тулли пир сумкӑна чӗрҫи ҫинчен алла илсе кайма тӑтӑм. — А-а, ӑнлантӑм: эсир учительница! Хыпар илнӗччӗ. Пирӗн яла кӗркунне килнӗ. Ийя-и? Мӗнле чӗнеҫҫӗ-ха сире? — Шкул ачисемшӗн Людмила Семеновна. Хушаматӑм та кирлӗ-и? Миролюбова эпӗ...
50 («Мӗн тума вӑл сана? Кӗҫех каятӑн — манатӑн та», — теес килчӗ, шарламарӑм.) — Эпӗ Тихомиров Димитрий. Атте манӑн та Ҫемен. Отпуска ячӗҫ. — Димитрий Семенович апла. — Тӗлӗнмелле! Дима тетчӗҫ. Дима... Шкулта та, ҫарта та — юлташсем хушшинче — Димӑччӗ. Сирӗншӗн акӑ Димитрий Семенович пултӑм.
51 Ватӑлтӑм та-ши? Ваттисене ҫех ялта ашшӗ ячӗпе чӗнеҫҫӗ те. — Тути кӑна мар, сенкер куҫӗсем те вылянчӑклӑ кулса илчӗҫ. Ҫапла паллашрӑмӑр. Ӑна Дима та лайӑх астӑвать. «Ҫавӑн чух тӗл пулман пулсан?..» — ҫыратчӗ вӑл каярахпа вӑрҫӑ хирӗнчен те. Тепӗр чухне кӑвайт ниепле те чӗрӗлсе ҫитеймест.
52 Начар ҫулӑмӗ хӑрӑк-харӑк хушшинче те аран мӗлтлеткелет, халь-халь сӳнес пекех. Эсӗ ӑна сӳнтересшӗн мар, хут татӑкӗсем пӑрахатӑн, типӗ ҫулҫӑсем, хыр е чӑрӑш лӑссисем хуҫа-хуҫа чикетӗн, куклене-куклене вӗретӗн, мӗн те пулин тупса е ним те тупаймасан ҫи-пуҫ аркине сулла-сулла варкӑш ҫил кӑларатӑн,.
53 Ҫапла айланса хӑшкӑлсассӑн тин вара вут амаланма тытӑнать, сарӑлнӑҫем сарӑлса, пӗтӗрӗнсе, ҫулӑм сӑннисене тӑсса, ҫапкалантарса-ҫиҫӗнтерсе шултра туратсенех ҫупӑрлать те ҫатӑртатса хӗм сапма, шёл кӑвара вӑркӑтма тапратать. Пирӗн калаҫу та, ҫавӑн пек, тӳрех пуҫланаймарӗ.
54 Паллашнӑ-паллашманах ҫын умӗнче чуна уҫма хӑнӑхман эпӗ, тата, ҫитменнине, сӑлтавсӑрах чӑрсӑрланма, кӑнттамланма пӑхнишӗн аванмарланса та-и, пӗр хушӑ шӑпах пытӑм. Дима та — шухӑша путрӗ-ши? — чӗнмерӗ. Шухӑшларех ҫав. «Ку хӗр чӑнахах кӑнттам-ши?» — терӗ-и тен.
55 Пытармастӑп, ӑна эпӗ питӗ калаҫтарасшӑнччӗ. Пӗрре пӑхсах юратса пӑрахмалла хитре сӑн-питлӗ, йӑрӑс пӳллӗ яша — ҫар ҫыннине, ҫамрӑк командира! — епле хӗр лайӑхрах пӗлесшӗн ҫунмӗ? Чӑнах та, ун ҫинчен кӑштах илтнӗччӗ эпӗ. Амӑш йӑмӑкӗн ывӑлӗ Ваҫук манӑн класраччӗ те,.
56 Вӗренекенсен ашшӗ-амӑшӗпе курса калаҫма килӗрен киле ҫӳренӗ чухне, иккӗмӗш чӗрӗк пӗтсен, вӗсем патне кӗрсе тухма тиврӗ. Мухтама сӑлтав ҫукчӗ, хурлама тӑхтарӑм. «Ваҫук аванах вӗренме пултарать. Уроксене тимлӗрех хатӗрлентӗрччӗ. Урамра сахал чуптӑр, сӗтел хушшинче ытларах лартӑр — вулатӑр, шутлатӑр»,.
57 — теме кӑна хӑйрӑм Наҫтаҫ инкене. «Дневникне куртӑм-ха, — тавӑрчӗ вӑл. — Ятларӑм. Хытах лекетчӗ те... Тӗрӗслесех тӑрап ӗнтӗ. Эсир те, Людмила Семеновна, ҫирӗпрех тытӑр ӑна». Хаклӑ хӑнана пӑхнӑ пекех, шӑрттанпа, ҫырла чейӗ- пе сӑйларӗ Ваҫук амӑшӗ мана ун чухне.
58 Сӑмахла-сӑмахлах, йӳтӗм тупса, ҫар ҫыннин сӑн ӳкерчӗкне кӑтартрӗ. «Дима ку. Аппа ывӑлӗ. Мӗн тери маттур! Чипертен чипер. Вырӑс сӑнлӗ. Командир. Хусах-ха. Тупкӑчи пулас мар-ши хамӑн?» — ытарлӑн кулса ячӗ Наҫтаҫ инке хӗлхемлӗ куҫӗпе манӑн куҫа тӗллесе. Хирӗҫ мар-и теесшӗнччӗ-ши.
59 Пӗр кун ҫӑл кутӗнче тепӗр хут систерсе пек каларӗ: «Сӑра тӑватпӑр. Дима отпуска килет». Хӑҫанччен чӗнмесӗр утаттӑмӑр — лейтенант такӑнчӗ, ман ҫине тӑрӑнчӗ, эпӗ, сулӑнса, улмуҫҫирен тытма тӑтӑм — тытаймарӑм, иксӗмӗр те ҫӗре кӗҫ-вӗҫ чикӗнесле ҫапкаланса, шӗвӗ пылчӑк сирпӗтсе вар тӗпнелле вирхӗнтӗмӗр.
60 — Ой-ой! — ойлатрӗ вӑл шыв кӳлленчӗкӗ хӗрринче чарӑнма ӗлкӗрсен, аллине манӑн хулран вӗҫертме манса пек. — Ӳкереттӗмччӗ-иҫ сире. Каҫарӑр, тархасшӑн, Людмила Семеновна. «Эпӗ ӳкни темех марччӗ-ха, ҫи-пуҫӑм кивӗ. Эсир лапӑртанасран пӑшӑрхантӑм», — теес килнӗччӗ — шарлаймарӑм, кӑмӑл улшӑнчӗ: хӑюлӑх пӗтрӗ, вӑтанма пуҫларӑм.
61 — Эпӗ, Людмила Семеновна, сирӗншӗн хӑрарӑм. Сусӑрланма пултараттӑр эсир. Мана пула чутах шар кураттӑр. — Ун пекех мар ӗнтӗ. — «Ун пек мар» терӗр. Мӗнле ӳкетӗн вӗт. Пӗррехинче урамра лапталла выляттӑмӑр. Чупма тӑтӑм ҫех — такӑнтӑм, ҫӗре шаплатрӑм. Тӑтӑм — сулахай ура тӳсме ҫук ыратать.
62 Атте Кӳкеҫе лартса кайрӗ, урапапа. Фельдшер чугун пек хытӑ аллипе шайсӑр ыраттарса ура лаппине унталла-кунталла пӑркалам пек турӗ, туртрӗ — кӑшкӑрса ятӑм. «Мӑкӑлтаннӑ, — терӗ. — Шупашкара кайӑр». Вӑл ҫулсенче пульница мар, врач та ҫукчӗ пирӗн райцентрта. Хулара юсарӗҫ.
63 Ултӑ кун шкула ҫӳреймерӗм. Нумай урок сиктернӗшӗн мӗн чул пӑлхантӑм!.. Хӑшӗ-пӗрисем, ял ҫыннисемех, — кам курман пуль ун пеккисене! — пӗр-икӗ ҫул аякра пурӑнса килеҫҫӗ те чӑвашла манма пуҫланӑн курнӑҫланаҫҫӗ. Дима (маншӑн вал Димитрий Семенович та-ха) пӗр ют сӑмахсӑр калаҫрӗ чӑвашла.
64 Пӗрмай юнашар утса эпӗ шуҫса ӳкесрен, такӑнасран шав асӑрхаттарса пычӗ. Мана килӗшрӗ ку, лайӑха шантарчӗ, иментерчӗ те. Ял пуҫне ҫитсессӗн, эпӗ хытӑ хирӗҫсессӗн те, ҫырма урлӑ мана вӑл амӑшӗ хӑйӗн тӗпренчӗкне йӑтнӑ пек ҫӗклесе каҫарчӗ шкул енчи ҫырана; унӑн атти кунчинчен шыв кӗчӗ.
65 Килне чӗнчӗ. Хӑйпе тата пӑртак хӑть, кӑштах кӑна, юнашар пулас килсессӗн те, кӗмерӗм: кансӗрлеме вӑтантӑм. — Эппин, — терӗ вӑл эпӗ сисмеллех кӑмӑлсӑррӑн, — хам пырса курӑп сире. Епле пурӑнатӑр, тӑван шкул мӗнле унта — улшӑннӑ-и, улшӑнман-и? Тен, ыранах ҫитӗп. Эсир хирӗҫ мар-и?.
66 Ҫапла паллашрӑмӑр эпир. Ҫакӑ пулчӗ пирӗн савӑнӑҫлӑ, телейлӗ, сӳнми юратуллӑ, вӑхӑт-вӑхӑтӑн аравасӑр хӑрушӑ, тӳсме ҫук йывӑр, тертлӗ-асаплӑ, пурпӗр татуллӑ пурнӑҫ ҫулӗн пуҫламӑшӗ. Эпӗ ӗҫлекен шкул, Оликассинчи пуҫламӑш шкул, Йӗршшу хӗрринче, улӑхра, ларать.
67 Шыв армань хуҫин ҫурчӗ пулнӑ вӑл. Граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче ҫав хуҫа таҫта ҫухалнӑ, таврӑнман. Шкул уҫсассӑн унӑн хӗрех, ҫамрӑк учительница, ял ачисене чылай ҫул вӗрентнӗ кунта, ашшӗ килӗнче. Унран юлнӑ пӳлӗмре пурӑнатӑп эпӗ. Манӑн тетӗп ӑна. Ара, вӑхӑтлӑх пулин те — манӑн-ҫке.
68 Икӗ алӑклӑ вӑл, пӗри картишне, тӗрӗсрех каласан, пахчана тухмалли, тепри коридора кӑларать, класа кӗртет. Кӑмака ҫур пӳлӗме яхӑнах йышӑннӑ. Икӗ чӳрече, иккӗшӗ те ял енне пӑхаҫҫӗ, ачасем килни-кайнине сӑнама пек. Хваттерӗм пысӑк мар, кивӗ. Ҫавах килӗшет. Ҫулла вӑл сулхӑн, хӗлле ӑшӑ.
69 Мӗн кирлӗ тата пӗччене, ял хӗр ачине? Пысӑка эпӗ хӑнӑхман, мӗн ачаран пӗчӗк пӳртре, тӑвӑрлӑхра ӳснӗ. Тен, ҫавӑнпа-и, ҫавӑнпах пулӗ ҫав, хваттерӗм мана кӗтмен-ыйтман ырлӑх пекех туйӑнчӗ. («Кӗтни-ыйтнипех ырлӑх килмест», — тетчӗ анне. Манӑн вӑл килчӗ акӑ — ыйтмасӑр, кӗтмесӗр.).
70 Халь ӗнтӗ ҫынсем (пурте мар та, ҫав вӑхӑтрипе, вӑтӑрмӗш-хӗрӗхмӗш ҫулсенчипе, танлаштарсан чылай улшӑнчӗҫ) пӗчӗк пӳртпе е пӗчӗк хваттерпе ҫырлахмаҫҫӗ. Хӑшӗсем тата, сасартӑк пуйнисем, пӗр-пӗринпе ӑмӑртса, каппайлансӑ (иртӗхсе теме те юрӗ) икӗ-виҫӗ хутлӑ мансардӑллӑ, верандӑллӑ.
71 Темиҫе балконлӑ, ҫичӗ-сакӑр е вунӑ-вун икӗ, е тата нумайрах пӳлӗмлӗ чул ҫуртсем — колхоз-совхоз клубӗсенчен капмар керменсем — лартрӗҫ, йӗри-тавра ҫӳллӗ тимӗр карта е бетон хӳме ҫавӑрчӗҫ. Мӗн тума? Кам валли? Пӗлетӗн-ха, хӑйсен пӗр е икӗ ача кӑна. Нивушлӗ кашнине икӗ-виҫӗ е виҫӗ-тӑватӑ пӳлӗмех кирлӗ?.
72 Эпӗ ҫакна ниепле те ӑнланаймастӑп. Ӗҫ укҫипе ҫех пурнакан юрлӑ халӑхран кӑштах вӑтанма пӗлесчӗ хӑть ҫав йӗксӗксен! Телей вӑл хӑв пурӑнакан лаптӑк пысӑкӑшӗнче мар. Ҫук, ҫук! Камӑн шухӑшӗ урӑхла — вӑл йӑнӑшать. Эпӗ унпа нихӑҫан килӗшмӗп. Ахальтен-и халӑх: «Юратнӑ ҫынпа хӳшӗре те ҫӑтмах», — тенӗ ӗлӗкех.
73 Пӗлсе каланӑ. Вӑрҫӑ хирӗнче ҫӗр айӗнче те, ҫӗр пӳртре, эпӗ хама телейлӗрен телейлӗ туяттӑм (кун пирки сӑмахӑм каярахпа пулӗ). Телей вӑл, ман шутпа, ялан пӗр-пӗрин патне туртӑннинче, пӗр-пӗрне чӑн-чӑнах хисепленинче, юратнинче. Пӗрне-пӗри хисеплесен, чунтан юратсан кирек ӑҫта.
74 Кирек хӑш вӑхӑтра та пӗри теприншӗн, тепри пӗриншӗн тӑрать; вӗсем ҫирӗп чӑмӑра пӗрлешсе пӗр вӑй пулса хӑрушлӑхра пӗрле хӳтӗленеҫҫӗ, йывӑрлӑхсене хирӗҫ пӗрле кӗрешеҫҫӗ, савӑнӑҫа та пӗрле ҫурмалла пайлаҫҫӗ. Ҫавӑн пек пулма, телейлӗ пулма чун, тӗллев пӗрлӗхӗ, кӑмӑл-туйӑм ҫывӑхлӑхӗ кирлӗ.
75 Ҫапла шухӑшланӑ эпӗ хӗр чухне. Вӑл шухӑша улӑштарма халӗ те йӳтӗм ҫук. Ял тулашӗнчи уйрӑм ҫуртра пӗччен пурӑнма (хваттер пурришӗн савӑнсассӑн та), пытармастӑп, канӑҫлах марччӗ мана, уйрӑмах — хура кӗркунне, хӗлле. Каҫсем вӑрӑм, сӗм тӗттӗм. Тулта вара ҫил алхасать — мӑрьере кашкӑр кӗтӗвӗ улать.
76 Чӳречене темиҫе алӑ шаккать, алӑка силлет. Чӑн кашкӑрсем пӳрт ҫывӑхӗнчех ӳленине илтсен чӗре сиксе тухасла хӑранӑ эпӗ. Ытла ҫамрӑк пулнӑ ҫав. Пурнӑҫ тылли чун-чӗрене ҫирӗплетмелӗх тыллайман, шиксӗрленмелӗх вӑй кӳреймен. Кӑра ҫиллӗ е асар-писер тӑманлӑ каҫсенче питӗ ҫывӑрас килсен те эпӗ пӳтлӗ ҫывӑраймастӑм.
77 Выртичченех е хӑраса, шарт! сиксе ыйхӑран вӑрансан пуҫ ҫийӗн утиялпа пӗркенеттӗм те вырӑн ҫинчех урасене хутлатса, стена ҫумне сӗвенсе тӗлӗри-тӗлӗрми лараттӑм, е маччаран ҫакнӑ краҫҫын лампин пӗл-пӗл пӗлтлетекен вӑйсӑр ҫутинче кӗнеке вулама хӑтланаттӑм. Ҫапла эпӗ тул ҫутӑласса кӗтеттӗм.
78 Хӑш-пӗр чухне Кулине инке, шкул уборщици, ҫӗр каҫма юлатчӗ. Шеллеччӗ мана вӑл. Куҫсем хупӑничченех шӑкӑл-шӑкӑл калаҫса выртаттӑмӑр юнашар. «Хӑрамалли ним те ҫук. Эсӗ ан хӑра», — тетчӗ вӑл, пӗчӗк ачана йӑпатнӑ пек. — Хӑнӑхман-ха эсӗ, хӑнӑхӑн». Ҫав каҫсем манӑн чи канлӗ каҫсемччӗ.
79 Мӗн чул тав туман пулӗ Кулине инкене эпӗ! Вӑл хӑй те тӑр пӗчченччӗ. Мӑшӑрӗ Граждан вӑрҫинче пуҫ хунӑ. Вун тӑххӑрта вӑл алӑри ывӑлӗпе юлнӑ. «Ӳсӗ, хама пулӑшакан пулӗ», — шухӑшланӑ тӑлӑх хӗрарӑм. Ачи шкул ҫулне те ҫитеймен, тиф чирӗпе вилнӗ. Пӗрре мар ҫураҫма пӑхнӑ хӑва пилӗклӗ, йӑлтӑр ҫӗмӗрт куҫлӑ вӑр-вар чиперккене.
80 Тепӗр хут качча тухма Кулине инке ҫирӗмре те, вӑтӑр урлӑ каҫсан та килӗшмен. Каччисене тиркемен вӑл, хурламан, ҫӗнӗрен ҫемье ҫавӑрма кӑмӑлӗ пулман. «Эпӗ упӑшкана хытӑ юратнӑ, халь те ҫав юратупа пурӑнатӑп, урӑх никама та юратма пултараймастӑп», — тетчӗ вӑл. Анланаттӑм ӑна.
81 Хамӑн та унӑнни евӗр е тата вӑйлӑрах юратупа тӗл пулас килетчӗ. Ҫак хистевлӗ туйӑм, ӑша капланнӑ хӗрӳ туйӑм, вӑтантаратчӗ мана, пит-куҫа пӗҫертетчӗ. Пурпӗр ун ҫинчен, хама телейлӗ тӑвас юрату ҫинчен, ӗмӗтленеттӗм, кӗтеттӗм ӑна, чӗнеттӗм. Тунмастӑп, педтехникумра мана килӗшнӗ каччӑ пурччӗ.
82 Вырӑсӑнни пек тӑрӑхла питлӗччӗ вӑл. Герман ятлӑскер. Ҫӳҫӗ те, ҫӑраскер, сарӑччӗ. Сенкер куҫӗсем, халь те куратӑп, чуна ирӗлтересле, ҫунтарасла пӑхаҫҫӗ. Хӑйне йӗркеллӗ тытатчӗ вӑл. Пирӗн курсра, тен, техникумра та унран лайӑх е унпа тан вӗренекен те ҫукчӗ. Пӗрре курсах кӑмӑлларӑм эпӗ ӑна.
83 Май килмессерен вӑтана-вӑтанах ун ҫывӑхӗнче, унпа юнашар пулма, туйӑма систерме ӑнтӑлтӑм. Те хӑюлӑх ҫитмерӗ, ҫавӑраймарӑм чун килӗштернӗ каччӑна хам енне. Урӑххипе ҫывӑхланчӗ. Кансӗрлеме, хушша-хуппа кӗме аван мар тесе тӑрӑшмарӑм. «Мӗн килӗшмерӗ ӑна? Хӑш енчен япӑх эпӗ?.
84 Кӗлеткем яштака. Пит-куҫӑм илӗртӳллӗ. Иртсе кайсассӑн та, курса тӑранаймасӑр пулӗ ҫав, нумайӑшӗ ҫаврӑнаҫаврӑна пӑхать ман ҫине. «Хитре эсӗ, сӗре юратмалла хитре. Ытлашши именчӗк тульккӑш», — теҫҫӗ тантӑш хӗрсем. Герман, суккӑр пек, ман чиперлӗхе курмарӗ, чунӑм илемне уйӑраймарӗ, тӑртанчӑк туталлӑ,.
85 Кушакӑнни евӗр чее сарӑ куҫлӑ ҫукаланчӑкпа ҫыхланчӗ», — шухӑшлаттӑм эпӗ хама хам сӑлпӑркка тытнӑшӑн тӑвӑнса. Юратнӑ эпӗ Германа, вӑрттӑн юратнӑ. Ӑна юратнӑранах урӑх пӗр каччӑ енне те пӑхмарӑм. Ун патне ҫех туртӑнатчӗ манӑн чӗре. Ыттисемшӗн вӑл сисӗмлӗхе вӑратмарӗ.
86 Ӑша вӑркатса, вӗренме кансӗрлесе сӳнчӗ ҫав хуравсӑр юрату, нумай кулянтарчӗ, хуйхӑртрӗ. Ҫук ӗнтӗ вӑл хуйхӑ, пӗтрӗ. Ҫӗнӗрен юратма кӑмӑла юрӑхли тӗл пулмарӗ. Чӑнах та, председатель ывӑлӗ Борис туслашма хӑтланчӗ. Спектакль курма Шупашкара илсе кайма пулчӗ, ялти клуба кинона икӗ-виҫӗ хут та чӗнчӗ.
87 — аюклатрӑм, хваттере пыма пӑхрӗ — хирӗҫлерӗм. Савмастӑп эпӗ ӑна. Хама куҫ хывнӑ чипер каччӑнах тиркеме вӑй тупӑнчӗ манӑн. Кӑмӑл ӳкмен ҫынпа мӗншӗн явӑҫас? Хама та, ӑна та улталаймастӑп эпӗ — вылянчӑк мар. Дима акӑ чӗреме тӳрех тыткӑнларӗ. Мӗнпе? Витӗмлӗ калаймастӑп, шухӑшламан эпӗ ун пирки, сӑлтавне шыраман.
88 Сӑн-пичӗ хитрипе-и, кӗрнеклӗ пӗвӗпе-и, вашаватлӑ тыткаларӑшӗпе-и — пӗлместӗп, тен, уншӑн та, куншӑн та. Чунӑн хӑйӗн виҫе пур. Ӑса та, куҫа та вӑл питех пӑхмасть. Пӑхма хитринех вӑл тепӗр чухне е час-часах тиркесе тӑкать, ҫав хушӑрах тӗнсӗрринех — куҫ килӗштерменнине — кӑмӑллать,.
89 Пӑсӑк ҫынна — ӑс хурланине, нихӑҫан йышӑнас ҫуккинех — юратма хӑять; ӑнланма йывӑр ӑна. «Ҫын ӑшне тавӑрса пӑхаймӑн, кӗрӗк ҫанни мар вӑл», — тенӗ халӑх. Ахальтен-и? Ҫавах шанас килет: Дима ырӑ каччӑ. Ҫакна сиссе чунӑм ҫепӗҫ шӑнкӑравсем ҫакрӗ....
90 «Вӑл мар-и эпӗ вӑрах кӗтнӗ савни, манӑн юрату? Пултӑрччӗ, вӑл пултӑрччӗ», — шухӑшлаттӑм эпӗ телейӗме чӗнсе, ҫав хушӑрах иккӗленсе те. Иккӗленме йӳтӗм туллиехчӗ. «Тен, унӑн куҫ хывнӑ хӗрӗ пур. Тахҫанах паллашнӑ тен. Хӑй пекех чиперскер ӗнтӗ вӑл. Вырӑс пики пуль, вырӑс хӗрӗсем ӑмсанмаллах хитре.
91 Тӑхӑнасса та илемлӗ, пӗлсе тӑхӑнаҫҫӗ. Студентка-ши е учительница, е ҫамрӑк инженер? Вӗренменнипех ҫывӑхланма Дима уйламӗ. Тен, ку ялтах е кӳршӗ ялта унӑн савнийӗ? Шкула ҫӳренӗ ҫулсенче туслашниех-и тен. Ҫырсах тӑнӑ-ши?.. Кам юратмӗ Димӑна! Илӗртӳллӗ ҫутӑ сӑн-питлӗ. Яштака. Ӑслӑ калаҫать.
92 Хӗрлӗ Ҫар командирӗ! Каллех аякка тӑрса юлмӑп-и? Уссӑр ӗмӗтленместӗп-и?» Ҫукка пур тӑвакан кӗвӗҫӳллӗ шухӑшсене темле хӑваласан та иккӗленӳ серепинчен хӑтӑлаймарӑм. Шанӑҫӗ, чӑнах та, тӗрексӗрччӗ. Унӑн хӳтӗлевҫи, ӑна упраканни, ӑна ҫуратаканни те туйӑм кӑначчӗ.
93 Хваттерӗм тирпейлехчӗ (тирпейсӗрлӗхе эпӗ тӳсме пултараймастӑп), ҫавах Димӑна кӗтсе, тата чипертерех, хӑтлӑрах курӑнтӑр тесе, ниҫта тусан палли ҫук ураях, иртнӗ кун ҫунӑскере, тата ҫурӑм, анне тӗртсе панӑ паласа сартӑм (хаклӑ хӑнашӑн упранӑ пекех, унччен тӗкӗнменччӗ ӑна).
94 Шап-шурӑ чӳрече каррисенех, шурӑран шурӑрах тӑвас пек, ҫуса типӗтсе, утюгласа ҫакрӑм, ҫӳлӗк ҫинчи кӗнекесене те хам юратнӑ майлӑ шайлаштартӑм, "маччана, стена пӗренисене нӳрӗ пир татӑкӗпе шӑлса, сӑтӑрса тухрӑм, — пӗтӗмлетсе каласан, манӑн алӑ пыман кӗтес, алӑ тӗкӗнмен япала ниҫта юлмарӗ пулмалла.
95 Чиккассинчен таврӑннӑ кунхине Кулине инкепе иксӗмӗр класра партӑсене, чӳрече рамисене, кантӑкӗсене ҫуса, кӑмака шуратса тӗттӗм пуличченех ӑшталантӑмӑр. — Ыран кун пулмастчӗ-и? Ма-ха ал шӑнӑрӗсем хытичченех тӑрмашрӑмӑр? — ыйтрӗ вӑл ӗҫ пӗтерсен. — Тӗрӗслеме килмеҫҫӗ пулӗ те?.
96 Шарламарӑм. Хӑяймарӑм тӗрӗсне калама. Ачасем шкултан кайсан тин килет пуль Дима тенӗччӗ эпӗ. Унчченех ҫитрӗ вӑл. «Сӑмахне тьпрӗ», — шухӑшларӑм пит-куҫ пӗҫермелле вӑтанса, ҫав хушӑрах савӑнса та. Юлашки урок, физкультура урокё, иртгереттӗм эпӗ шкул картишӗнче.
97 Ачасем турник ҫинче епле ҫӗкленни-ҫӗкленейменнине пӑхса тӑчӗ-тӑчӗ те вӑл ман ҫине йӑвашшӑн пӑхса ҫапла ыйтрӗ: — Людмила Семеновна, ачасемпе кӑштах калаҫса илме ирӗк памӑр-и мана? — Хаваспах, Димитрий Семенович! — хуравларӑм эпӗ. — Тархасшӑн. Вӗсемшӗн те, маншӑн та усӑллӑ пулӗ.
98 — Ачасем, — терӗ вӑл, — эсир ҫӳлелле туртӑннӑ чухне урасемпе каялла-малалла ан тапкаланӑр, кӗлеткене те енчен енне пӑркалама кирлӗ мар. Тапкалансан, пӑркалансан вӑй уссӑр пӗтет, алӑсене йывӑр килет, ҫӗкленейместӗр. Урасем пӗрле пулччӑр, юнашар. Кӗлетке ан авкалантӑр. Акӑ мӗнле — курӑр.
99 — Дима йӑлтӑркка сарӑ тӑхаллӑ хӑмӑр чӗн пиҫиххине пилӗкӗнчен салтса турник юпи ҫине ҫакрӗ те аллисене ҫӳлелле харӑс кӑнтарса турник каштинчен ҫат! тытрӗ. — Ҫапкаланмастӑп, вылянмастӑп. Пӑхӑр! Пӑхӑр! — асӑрхаттарчӗ вӑл. Яштака кӗлеткин йывӑрӑшӗ ним чул та ҫук пек, ҫӑмӑллӑн.
100 Яшт кӑна ҫӗкленчӗ вӑл хулпуҫҫийӗсем турник каштипе шайлашиччен, унтан тата, тата... Эпӗ Дима ҫине куҫ илмесӗр пӑхрӑм. Ачасем шӑпӑрт тӑчӗҫ. — Эп те, — терӗ Дима темиҫе хут та ҫӗкленсе ансан, — ҫак шкулта вӗреннӗ чухне малтанах турник ҫине ҫӗкленеймен. Хытӑ пӑшӑрханаттӑм.
101 Физкультурӑпа начар паллӑ — «плохо» мар, «посредственно» та! — илес килместчё. Атте килте турник лартса пачё. Вара кашни ир, вӑраннӑ-вӑранманах, кил картине турник патне чупса тухаттӑм. Шкултан таврӑнсассӑн та турник ҫинчех айкашнӑ. Хӑнӑхрӑм, туртӑнса хӑпарма анчах мар,.
102 Кашти ҫине чӗркуҫҫи таран ҫӗкленсе кӑлтӑрмачла ҫаврӑнма та хӑнӑхрӑм. Ан кулянӑр, эсир те манашкалах улӑхма та, ҫаврӑнма та пултаратӑр. Тӑрӑшӑр кӑна. Пӗр-пӗринпе ӑмӑртса инҫе те хӑвӑрт чупма, ҫӳле сикме вӗренӗр. Пӗчӗкле хӑнӑхни сире малашне кирлӗ пулать, ӳссен.
103 Тӑрӑшӑр, ачасем, ҫине тӑрсах тӑрӑшӑр — физкультурӑпа та, ыгги предметсемпе те «отлично» илме тӑрӑшӑр. Урок пӗтсессӗн эпир шкула кӗтӗмӗр. — Мана вулама-ҫырма вӗрентнӗ класс! Миҫе ҫул иртрӗ — вӑл пач улшӑнман. Доска, каланккӑ, партӑсем — пурте пирӗн вӑхӑтрисемех пулас, — хавхаланчӗ Дима.
104 — Акӑ манӑн вырӑн, — пӗлтерчӗ вӑл иккӗмӗш парта хушшине, чӳрече енне, ларсан. Пӗрремӗш кӗркуннех килӗшрӗ ҫак вырӑн. Мӗншӗн-и? Сад юнашар. Чӳрече уҫ та сик улмуҫҫисем айне. Ҫук, сикмен эпӗ, ашкӑнман. Кӗҫ-вӗҫ татӑлса ӳкесле усӑннӑ йывӑр улмасене курса савӑннӑ.
105 Уҫӑ форточкӑран кӗрекен тутлӑ шӑршӑпа киленнӗ. Час-часах пӑхаттӑм садалла. Юрататӑп илеме, пӗчӗкренпех юрататӑп. — Сирӗн сад пурччӗ мар-и-ха? — ыйтрӑм эпӗ вёсен пахчинчи йывӑҫсене аса идее. — Пур теме юрё ёнтё. Ун чухне ҫукчӗ ҫав. Улма тумалӑх ӳсменччӗ пирӗн улмуҫҫисем, ҫамрӑкчӗ.
106 — Улмашӑн юншӑхнӑ эппин. — Юншӑхнӑ темелле-ши... Касӑлман, хамӑрӑн пулмасассӑн та. Кукаҫӑн сад пысӑк. Пахча тулли улмуҫҫи, слива, чие, хурлӑхан, хӑмла ҫырли. Мӗн кирлӗ — йӑлтах пур. Ҫӗр улми лаптӑкӗ тӑкӑрлӑк енче кӑна, сурпан пек ансӑркка та пӗчӗкскер.
107 Хӑлатка ялӗн тури ҫил арманне эсир курнах ӗнтӗ, пӗлетӗр. Енчен те кунтан каяс пулсан шӑпах ҫав арман хыҫӗнче кукаҫ сад пахчийӗ. Унтан йӑтнӑ эпир улма-ҫырла. Атте лашапа та тиесе килкелетчӗ, ҫатан кӑрманлӑ урапапа. Кукаҫ хӑй те Шупашкара е Кӳкеҫе кайнӑ чухне ҫула май кӗртсе хӑварнӑ.
108 Эпӗ тата кашни ҫуллах, каникул вӑхӑтӗнче, эрни-эрнипе унта пурӑннӑ. Шкула ҫӳреме пуҫличчен, утма тытӑнсанах пуль, унта усранӑ мана. — Аҫу-апу килӗнче мар-и? Пӗчӗк ачана ашшӗ-амӑшӗ кирлӗрех ӗнтӗ. — Унта эпӗ килтинчен аванрах туйнӑ хама. Кукаҫ та, кукамай та мана питӗ юратнӑ.
109 Пӗртен-пӗр мӑнукӗ пулнӑ-ҫке эпӗ, пӗрремӗш мӑнукӗ. Пирӗнтен тулӑхрах пурӑнатчӗҫ. Аш-пӑш, сӗт-ҫу ытлӑн-ҫитлӗнехчӗ. Халь те ҫаплах пуль. Акайсем, куккасем пурте ӗҫлеҫҫӗ, вӑйпитти. Ӗҫ кунӗ нумай — тырӑ нумай. Хӑйсене те, выльӑхчӗрлӗхе те ытлашшипех...
110 Киле таврӑнсассӑн та часах каялла, кукаҫ-кукамай патне, леҫтереттӗм хама. Кукаҫсӑр, кукамайсӑр хытӑ тунсӑхланӑ. Садсӑр та тунсӑхлаттӑм. Хӗлле те сада тек-текех тухнӑ эпӗ. Ҫатӑр сивӗ кунсенче те йывӑҫсен айӗнче йӗлтӗрпе ярӑннӑ, кӑсӑясем пае тӑкса сиккеленине пӑхса йӑпаннӑ.
111 Ула кураксене хӑвалаттӑм. Мӗншӗн-ши? Ҫулла вӗллеренех шӑнкӑрчӑ чӗппине йӑтса кайнине курнӑччӗ те, ҫавӑнтанпа вӑрҫатӑп вӑл кайӑка. Чунӑм паян та Хӑлаткана туртӑнать. Яла каймастӑр-и эсир вырсарни кун е шӑмат кунах, уроксем хыҫҫӑн? Хӑлатка витӗр ҫӳретӗр вӗт. Атьӑр пӗрле. Ҫул кӗскелӗ. Юрӗ-и?.
112 Форточкӑсем яриех уҫӑ. Дежурнӑй уҫса хӑварнӑ, хӑйӗн ӗҫне манман. Чӗрӗлекен сад сывлӑшӗ — папка сарма васкакан тирексем, чиепе хурлӑхан тӗмисем кӑларнӑ кӑшт пылакрах, кӑшт йӳҫӗкрех сывлӑш — класа тулчӗ. Садра пысӑк ҫемьеллӗ пулма хатӗрленекен шӑнкӑрчсем хӑйсем телейлине таҫтах илтмелле пӗлтерсе, ҫунат ҫапса, саркаланса шӑнкӑртатаҫҫӗ.
113 Нумаййӑн. (Сад йӗри-таврари кашни тирек, кашни ҫӑка ҫине пекех тӑваттӑмӗш класс ачисем вӗллесем ҫакрӗҫ.) Тулта, тӳпе уҫлӑхӗнче, тӑрисем ҫип кумаҫҫӗ, улӑхаҫҫӗ, анаҫҫӗ, тӑтӑш тӑрлатаҫҫӗ. Кайӑк-кӗшӗк савӑнать. Мана та савӑк. — Мӗн тери ырӑ музыка! Тӑнланӑҫем тӑнлас килет.
114 Вӗҫӗм ҫакӑн пек пуласчӗ: ҫын ӗмӗрех илемпе килентӗр, хуйхӑрса куҫҫуль ан тӑктӑр — мантӑр вӑл ӑна. Мӗншӗн пурӑнас мар ҫакӑн пек?! Шел, самана танлӑ тӑмасть, шав пӑтранать, пӑтратакансем тупӑнсах тӑраҫҫӗ, лӑпланмаҫҫӗ. Хускатнӑ шухӑша Дима аталантарассӑн туйӑннӑччӗ — аталантармарӗ.
115 Ахӑртнех, политикӑна кӗрсе кайса, тӗнчери лару-тӑру ыйтӑвӗсене хускатса чун-чӗрене ыраттарасран сыхланчӗ вӑл. — Эсир, Людмила Семеновна, — терӗ Дима, — кунти илемлӗхе ытлах курайман-ха. Курса тӑранми илемлӗ кунта! Чӑнах. Халь акӑ тӑрисем, шӑнкӑрчсем юрлаҫҫӗ. Икӗ тӗрлӗ кайӑк юрри ҫех, ҫапла-и?.
116 Ҫуркунне вӗҫӗнче — ҫу пуҫламӑшӗнче мӗнле кӑна кайӑк тавралӑха чӗтретмест пулӗ — пӗлесчӗ сирӗн! Пӗтӗм юрӑҫ кайӑк ҫак Йӗршшу улӑхне, ҫак сада пухӑннӑ тейӗн. Ҫыран тӑрӑхӗнчи йывӑҫ тӗмисем хушшинче, шкул садӗнче шӑпчӑксем юрлаҫҫӗ. Улӑхра карӑшсем авӑтаҫҫӗ. Шкул умӗнчи тырӑ пуссинче путенесем пӗлтлетеҫҫӗ.
117 Ҫывӑхрах пилеш кайӑкӗ йӗкӗлтет: «Спиридон, Спиридон, тыт-тыт-тыт...» Шӗпшӗл такама ӑс парать, ҫине тӑрса вӗрентет: «Ӗҫле-ӗҫле-ӗҫле ҫи-и-и...» Йӗршшу леш енче, сӗвеклӗхри рашчара, сар кайӑк таврана янратать, пурне те вӑрӑм ӗмӗр сунса куккук чарӑнми авӑтать....
118 Кӳкеҫ шкулне ҫӳренӗ ҫулсенче ҫакӑнта, Йӗршшу хӗррине, ансассӑн чарӑна-чарӑна тӑрса, утма манса вӑрахчен тӑн18 латтӑм ытарайми юрра-кӗвве. Ҫавӑн чухне эпӗ калама ҫук хаваслӑччӗ. Ҫакнашкал юрӑ-кӗвӗллӗ кӗтес урӑх ниҫта ҫуккӑн туйӑнатчӗ мана. Ҫулла кунта тата илемлӗрех.
119 Улӑх-ҫаран — вӗҫсӗр чечеклӗх. Тӗнчере мӗнле тӗссем пур — пурте кунта тейӗн. Сывлӑшӗ тата! Сывласа тӑранма ҫук тутлӑ, уҫӑ-уҫӑ! Чечек-ҫеҫке эфирӗпе ҫӑвӑнса тасалнӑ, техӗмленнӗ вӑл. Йӗршшу тата мӗн тери хитре! Шывӗ тарӑн, тӑрӑ-тӑрӑ, тӗпӗнче пулӑ кӗтӗвӗсем тӗлӗрсе выртни те янкӑрах курӑнать.
120 Хӑяхлӑ-хӑмӑшлӑ, хӑваллӑ, ҫирӗклӗ ҫыранӗсенче кайӑк кӑвакалсем йӑва ҫавӑраҫҫӗ. Ҫу варринче вара, эпир шыва кӗнӗ чухне, ҫывӑхрах кӑвакалсем ушкӑн-ушкӑнӑн чӑмпӑлтататчӗҫ, шикленместчӗҫ пирӗнтен: тӗкӗнмен эпир вӗсене, шуйхатман. Ҫуркунне, пӑр кайнӑ вӑхӑтра, атмана шыва пӗрре чиксе кӑларатӑн — ҫур витрелӗх пулӑ ҫакланнӑ та...
121 Ай! — айлатрӗ Дима сасартӑк, тем ӳкернӗн, ҫухатнӑн. — Йӑлӑхтартӑм пуль сире, Людмила Семеновна. — Ҫу-ук, Димитрий Семенович, ҫу-ук! Пӗлменнине пӗлтӗм. Юратса итлерӗм. Ҫырнине вуланӑ пекех ӑнлантартӑр, — чӑнне каларӑм эпӗ, ыт ахальтен мухтас кӑмӑлпа мар. — Хэ-э, — ӑшшӑн кулса илчӗ вӑл.
122 — «Ҫырнине вуланӑ пекех...» «Десяткӑна» лектертӗр. Ҫырнӑччӗ. Саккӑрмӗш класра ирӗклӗ темӑпа сочинени хайлама хушсассӑн. Учитель пӑртак юсакаласан райхаҫатра та пичетлерӗҫ. «Тӑван тавралӑх илемӗ» рубрикӑпа тухрӗ эпӗ ҫырнӑ хайлав. — Пултарнӑ эппин. — Пултарнӑ-мӗнӗ... Ӑнсӑртран ӑнчӗ пуль.
123 — Мар-ха. Ҫырас ӑсталӑх ӗнтӗ сирӗн. — Сисмен. — Тӑрӑшса пӑхман-и? Чипер япаласемех тухӗҫ тен. Калав е очерк, е тата тем. Пичетлӗҫ. Вара эпир те кунта, ялта, сире аса илсе, савӑнса вулӑпӑр. — Ой! Людмила Семеновна! Людмила Семеновна! Манран гений ан тӑвӑрах. Ун пек талант ҫук манӑн, ҫук!.
124 — Тен, вӑранман кӑна вӑл, э?.. — О-о, аван! Аван! — терё Димитрий Семенович манӑн пӳлӗме кӗрсессӗн. Тӳрех тавҫӑраймарӑм эпӗ: мӗн «аван»? Мӗн хавхалантарчӗ ӑна сасартӑк? Мӗн тупрӗ мухтанмалли? Ыйтса тӑмарӑм, хваттерте пӗр пукан ҫехчӗ те (урӑх кирлӗ пулман), тепӗр пукан патне класа кайрӑм.
125 Шкапри пӗчӗк тӗкӗр ҫине пӑхса илтӗм, ҫӳҫе кӑштах турткаласа якаткаларӑм — хӗр ача-ҫке-ха, чипер курӑнас килет. Таврӑнтӑм. Димитрий Семенович сӗтел хушшинче Пушкинӑн пӗр томне уҫкаласа ларать. — Каҫарӑр, Людмила Семеновна. Ан ҫилленӗр, тархасшӑн. Ыйтмасӑрах илтӗм, чӑтаймарӑм, — терӗ вӑл.
126 — Ултӑ томӗ те пур иккен сирӗн. Ҫырнисен тулли пуххи! Ава-ан. Тӗрӗс тунӑ эсир, Людмила Семеновна, туяннӑ. (Туянман. Техникум дирекцийӗ парнеленӗччӗ эпӗ иккӗмӗш курса «отлично» пӗтерсен. Шарламарӑм. Мухтаннӑн курӑнас килмерӗ.) Юрататӑп Пушкина, сӗре юрататӑп! Вӑл, пӗлетӗр-и, чӑн-чӑн юлташ маншӑн.
127 Чи шанчӑклӑ, сӗре ӑслӑ, ырӑ чунлӑ, пысӑк туйӑмлӑ юлташ. Ывӑнса килетӗн, ӑна вула — ывӑнни манӑҫать. Тарӑхмалли е кулянмалли тупӑнать-и — ӑна вулатӑн, унӑн тӗнчине кӗрсе, ӑна тӑнласа, вӑл ӳкернӗ картинӑсене курса асӑрхамастӑн та — чуну сан лӑпланнӑ, кӑмӑлу уҫӑлнӑ. Вӑйлӑ сисӗмлӗ, вӗри чӗреллӗ, пархатарлӑ асамҫӑ вӑл.
128 Сӑввисем чуна ҫывӑх. Шел, чӑвашла ӑна сахал куҫарнӑ. Садра шӑнкӑрчсем юрлаҫҫӗ, пӗрисем самантлӑх чарӑнаҫҫӗ — теприсем шӑнкӑртатма, ашкӑнуллӑн шӑхӑрма, ҫухӑрашма пуҫлаҫҫӗ е пурте харӑс, пӗрне-пӗри пӳлсе, шӑпчӑкла, тӑрилле, сар кайӑкла тата темле сасӑпа та юрлама пӑхаҫҫӗ.
129 Кашниех питӗ савӑк пулас. Ялта йӑмра ҫинчен йӑмра ҫине вӗҫсе, шав хӗвӗшсе курак кӗтӗвӗ янӑрашать. Вӗсем те халӗ телейлӗ: сывӑ юлнӑ, тӑван килӗсене таврӑннӑ, кашниех хӑйне валли мӑшӑр тупнӑ. Эпӗ чӳрече умӗнче. Уҫӑ вӑл. Ытлашши ӑшӑшӑн мар, Димӑна куҫпа та пулин ӑсатасшӑн пулса уҫса ятӑм ӑна.
130 Вӑл уй хапхинче курӑнми пуличченех — хлястик тӳмисен ялтӑравӗ сӳниччен — пӑхса тӑтӑм эпӗ. Юнашар утас килетчӗ — питӗ-питӗ. Яла кӗмесессӗн те ял пуҫне пӗрле ҫитессе шаннӑччӗ. Пӗчченех кайрӗ манӑн лейтенант. Мӗншӗн? Мӗн шухӑшларӗ-ши? Эпӗ хӑйне килӗштермен пек туймарӗ-ши?
131 Ҫенӗкрен ҫӗре ансан эпӗ тем каласса кӗтсе пулӗ — урӑх мӗнле сӑлтавпа тата? — уйрӑлма васкамарӗ Дима, сывӑ пулӑр тесе аллӑма ҫирӗппӗн тытнӑ вӗри аллине, ун ҫинчен манса пек, вӑрахчен вӗҫертмерӗ — алла кӑна мар, пӗтӗм ӳт-пӗве вӗри ҫапрӗ, ҫакна сисрӗ вӑл, эпӗ шарлайми вӑтаннине туйрӗ.
132 Ҫапах, ним туйман-сисмен пек, ӑшӑ сенкер куҫӗсемпе ман ҫине ыйтуллӑн пӑхса вӑрахчен пӗр вырӑнта тӑчӗ. Эпӗ вӑл чӗнессе, кӑштах ӑсатмӑр-и тенине илтессе шанса, ӑшра тархасласа чӗмсӗррӗн кӗтрӗм. Унччен хӑйне хӑюллӑ (мана ҫавӑн пек туйӑннӑччӗ), хастар тытнӑ Дима чунӑмшӑн хаклӑ ҫав икӗ сӑмаха калаймарӗ. Мӗншӗн калаймарӗ?.

Связаться
Выделить
Выделите фрагменты страницы, относящиеся к вашему сообщению
Скрыть сведения
Скрыть всю личную информацию
Отмена